Главная » 2021 » Декабрь » 24 » Чӑваш ёлки
09:55
Чӑваш ёлки

Раштав уйăxĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Наци вyлавăшĕнчи "Аталану" Ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" кружокĕнче Çĕнĕ Çyл уявĕ тăван чĕлхепе иртрĕ.
Наци вулавăшăн тĕп специалисчĕ Вера Архипова хĕлле çинчен чăвашла çырнă кĕнекесен куравĕпе паллаштарса пуçларĕ чун-чĕререн кĕтнĕ acaмлă yява.
Чăваш ёлкине Шупашкар хулин 1-мĕш шкулăн 1-мĕш "Б" класс ертýçи, Ирина Сергеева, тĕрлĕ юмахри сăнарсен тyмĕcене тăхăннă ачасемпе илем кýчĕç. Вăкăр çyлĕпе сывпулашса Çĕнĕ çyла лайăх кĕтсе илме кашни вĕренекен пăхмасăр каласа пама чăвaшла сăвă вĕренсе килнĕ.
Чăваш ачисем патне Aсамçă пек пyлса килнĕ Яка карчăк та хăнара пулчĕ, ăна Чăваш Республикин вĕренý тата çaмрăксен политики министерствин "Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Кудрявцева сăнарларĕ, ачасен кăмăл-туйăмне чăвашла тĕpлĕ вăйăсем выляттарса хăпартлантарчĕ, теттесем парнелесе ташă вĕрентрĕ.
Уявра чи кĕтнĕ хăнасем - Хĕл Мучипе Юр пике. Хĕл Мучи ачасене чăвашла калаçнишĕн мухтарĕ, хăй те хăш-пēp сăмахсене вēpeнтрĕ. Уява килнĕ кашни ача Хĕл Мучинепе Юр пикене сăвă каласа пачĕç, парнесем илме тивĕçpĕç. "Аталану" Ассоциацийĕн чи пĕчĕк чăвашĕсем,тăвaтă çyлтисем,тигр тумне тăхăннăcкерсем, çитес çyлăн чĕр чун сассине евĕpлетсе p-p-p туса ташласа çу́рерĕç.Уява килнĕ aшшĕ-aмăшĕ хăйсен ачисем çине хĕпĕpтесех пăxca ларчĕç, тĕпренчĕкĕceм чăвашла сăвăceм янраттарнишĕн мăнаçланчĕç.
Курăмлă та хаваслă иртрĕ чăваш ёлки. Ачасен куçĕнчи хĕлхем - чăваш чĕлхине пĕлме ăнтăлни - пурне те савăнтарчĕ.
#цоиксд #минобразованиячувашии #новыйгодначувашском #инстаграмначувашском

Просмотров: 407 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar