"Вата сума сăвакан хăй те ырă куракан" темăпа юпа уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче "Аталану" пĕрлĕхěнчи "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" кружока кăмăллакан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕceм наци вулавăшĕнчи иккĕмĕш хутра вырнаçнă 212- мĕш пýлĕме хаваслăн пухăнчĕç.
Тĕл пулăва Вера Архипова, наци вулавăшĕн тĕп специалисчĕ, пĕчĕк чăвашсене ача-пăча литературипе паллаштарса пуçларĕ."Кĕлпук мучи юптарать: Ефим Никитин каласа панă юмахсем" кĕнеке ачасене питĕ килĕшрĕ. Кĕнеке куравĕ кашни тĕл пулурах улшăнса тăрать, ачасене те ашшĕ- aмăшне те кăсăклантарать.
Паянхи тĕл пулура хăнасем те пулчĕç - наци вулашăвĕнчи "Эткер" фольклор студийĕ, ертýçи - Земфира Кузьминична Яковлева,Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ тата хисеплĕ культура ĕçченĕ. Тăван халăх юррисене урпакан эткерçĕceм анатри чăвашсен сăпка юррине "Паппа ту, няни" юрра юрлама вĕрентрĕç.Петĕр Хусанкай сăвăланă, Н.Казаков кĕвĕленĕ "Çывăр Аптраман тавраш" юрра та юрларĕç
"Эпĕ пĕчĕк чăваш" кружокĕн "асламăш- асаттĕшceм." Кукамай сăнарне калăплакан Любовь Кудрявцева вĕрентекен, ачасемпе тăванлăх сăмахĕсене аса илчĕç. Ватă çын умĕнче ачасем хăйсене еплерех тытмаллине те асра хăварма тăрăшрĕç.Ыр кăмăллăх сĕнĕвĕсенчен "Ватă çын cирĕн пата пырса кĕрсен ура çине тăрса кĕтсе ил" тенине пурте пĕрле ларса-тăрса хусканусем урлă acра хăварчĕç.
Валентина Белова хăйĕн пĕчĕк Ваня ывăлĕпе " Ку пýрне - aтте, ку пýрне - анне" юрра пурне те юрлама вĕрентрĕç. Ал ĕç caмантĕнче тĕрлĕ тĕслĕ căрăпа ýкерчĕксене илемлетрĕç. Хаваслă ачасем тăванлăх сăмахĕсене шутлав урлă пĕтĕмлетрĕç. Тăванлăх сăмахĕcене пур те пĕлекен "Çaрăк" юмахри рольсене выляса ватăсене яланах пулăшмалли çинчен те ас тутарчĕç пĕчĕккисене аслисем. Чăваш чĕлхине хисеплекен икĕ ушкăнри хастарсем П. Егорова халаланă "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейăри " Cĕве çинчи хĕвел" курава та курса савăнчĕç.Татах та тĕл пyлăпăр - ха туссем!
#цоиксд #минобразованиячувашии #инстаграмначувашском #тӑванчӗлхе |