Главная » 2022 » Январь » 27 » «Мухтавлӑ ентешсемпе пӗрле 365 кун»
13:05
«Мухтавлӑ ентешсемпе пӗрле 365 кун»

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2022 ҫул Чӑваш Енре Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулассине пӗлтерчӗ. Çавна май Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлӑ ентешсемпе пӗрле 365 кун» проекта пурнӑҫа кӗртме пуҫлать.
Сире кунсерен паллӑ ҫынсемпе паллашма чӗнеҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе пултарулӑхне, ҫитӗнӗвӗсемпе ӗҫӗсене кура историре йӗр хӑварнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене алӑ ҫупса саламланӑ, халӗ вӗсен умӗнче пуҫа таятпӑр. Ҫак паллӑ ҫынсем хушшинче ӳнерҫӗсем, спортсменсем, актерсем, ҫыравҫӑсем тата ытти професси ҫыннисем те пур. Вӗсем паян та Чӑваш Енӗн илемлӗхӗпе мӑнаҫлӑхне ҫӗклеҫҫӗ.
Эсир тӑван республикӑпа тата унӑн пултаруллӑ ҫыннисемпе мӑнаҫланасса шанатпӑр.
Тӗплӗнрех:
http://www.nbchr.ru/index_kzd.php
[Ссылка]
365 дней с выдающимися людьми Чувашии
http://www.nbchr.ru/index_kzd.php
#цоиксд #минобразованиячувашии #годвыдающихсяземляковчувашии #новостиначувашском

Просмотров: 319 | Добавил: Tatius | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar