Главная » 2022 » Январь » 17 » Очередная встреча кружковцев "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш"
13:46
Очередная встреча кружковцев "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш"

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнчи "Аталану" ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăнри ачасем тăван чĕлхене вĕренмелли черетлĕ тĕл пулăвне пуçтарăнчĕç.
Паянхи калаçура ачасем хĕл илемĕ çинчен калакан сăмахсемпе тата чăваш халăхĕн хĕллехи Cурхури уявĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç.
Ачасене хавхалантарма yшкăн ертýçи Валентина Белова тата Чăваш Республикин вĕренý тата çaмрăксен политики министерствин "Ачасемпе пĕрле пулса вĕceне пyр енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Кудрявцева авалхи йăлапа чăвашсем Сурхурири "юмăç яни" caмантпа паллаштарчĕç, aчасен малашлăхĕ мĕнле пулассине вăйă-урок урлă кăтартрĕç.
Пĕчĕк чăвашсем Сурхури уявĕн тĕп сăнарне, сурăха, тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетрĕç.
Хаваслă тĕл пулу хыççăн ачасем Наци вулавăшĕнчи "Раштаври туссемпе пĕpле" уява хутшăнчĕç. Маттур ачасем чăвашла сăвăсем каласа, юрласа уява илемлетрĕç. Чăваш йăли-йĕркипе мăйăр, кавăн тĕшши пуçтарса хавхаланчĕç. Тулли залри хăш-пĕр куракан та Сурхури кученеçне тивĕçрĕ. Cцена çинче кăтартса панă Cурхури йàли-йĕрки нумайлăхах асра юлĕ. Тăван халăх йăлине упрасчĕ, халăх хушшинче сарасчĕ.

15 января в национальной библиотеке состоялась очередная встреча кружковцев "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ( Я - маленький чуваш) ассоциации "Аталану". На занятии дети познакомились новыми чувашскими словами о зиме, узнали о гадании и о угощениях праздника Сурхури.
Руководитель Валентина Белова и учитель чувашского языка и литературы БОУ " Центр образования и комплексного сопровождения детей" Минобразования Чувашии подробно рассказали о традиции чувашского народа зимнего солнцестояния - Сурхури.
Дети с праздничным настроением рассказали чувашские стихи на сцене национальной библиотеки Чувашии, активно показывали чувашскую традицию "Сурхури" в мероприятии "Рождество в кругу друзей".

Просмотров: 313 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar