Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцийĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланă. Акци Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд пулӑшнипе иртрĕ.Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗрĕ.
«Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем акцине хутшăнакансене хапăл туса йышăнчĕ.
«Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма май пулчӗ.
«Чӑваш ыйтӑвӗ» дискуссиллӗ шоура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатрĕç.Чăваш Республики вĕренý тата çaмрăксен политики министерствин
"Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕрентý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Кудрявцева Любовь Васильевна
акцине хутшăнса чăваш чĕлхипе вăйă урокĕ ирттерчĕ, мастер-класа та хутшăнчĕ.
10 ноября состоялась Всечувашская акция «Ӑ-150», посвящённая 150-летию новой чувашской письменности.В этот день в Национальной библиотеке работали разнообразные площадки:- интерактивная площадка на базе масштабной книжно-иллюстративной экспозиции «150 лет новой чувашской письменности».- фолк-гостиная «Фолк-Тӗпел», где были представлены музыка, национальные костюмы и украшения.- дискуссионное шоу «Чувашский вопрос» по проблемам изучения чувашского языка и многое другое.Учитель чувашского языка и литературы БОУ "Центр образования и комплексного сопровождения детей" Минобразования Чувашии, Любовь Васильевна Кудрявцева провела урок чувашского языка и участвовала в мастер-классе на интерактивной площадке "Народные игры с решением языковых задач". Она познакомила детей с театром пальцев. |