Главная » 2023 » Март » 15 » Ашшӗ-амӑшӗпе ачисене ҫывӑхлатма пулӑшнӑ
16:47
Ашшӗ-амӑшӗпе ачисене ҫывӑхлатма пулӑшнӑ
Хамӑрӑн кӑларӑмсенче эпир "Чӑваш Ен" фонд пуҫарнӑ "Великолепное дело" проект пирки каласа панӑччӗ. Ӑна сывлӑх тӗлӗшӗнчен ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ачасене пулӑшас тӗллевпе шутласа тупнӑ, ҫемье пултарулӑх студийӗсем уҫнӑ. Проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӗҫех ҫулталӑк ҫитет. Ҫавна май Пукане театрӗнче уяв иртрӗ.
Ачасем тӗрлӗ материалпа аппаланма хӑнӑхчӑр, сывлӑхшӑн, ал-урашӑн усӑллӑ ҫак ӗҫпе кӑсӑкланччӑр тесе фонд тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ҫак проекта хутшӑннӑ 30 педагог хушшинче Любовь Кудрявцева та пур. Вӑл республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи сусӑр ачасене инҫет мелпе пӗлӳ парать.
Театрти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ республикӑри тӗрлӗ муниципалитетри 15 шкулти пултарулӑх студийӗсене ҫӳрекен ачасен,  ашшӗ-амӑшӗн, педагогсен кӑмӑллӑ тӗлпулӑвӗ, харпӑр хӑй опычӗпе паллаштармалли лайӑх меслет пулчӗ. Ҫак хушӑра маҫтӑрсем пластилинпа, тӑмпа туслашса ҫитнине пысӑк экран ҫинче кӑтартнӑ видеоролик та ҫирӗплетрӗ. Зал тулли куракан вара фонд ирттернӗ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма килнӗ. Ҫав хушӑрах юмах курса савӑнма, ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнма. Фойере ӑста алӑллӑ ачасен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ куравпа киленме май пулчӗ. Хӑнасем кашни ӗҫ тӗлӗнмелле, илемлӗ те хӑйнеевӗрлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Сцена ҫине вара пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисем тухрӗҫ. "Ачасем проект пулӑшнипе пуҫарнӑ ӑсталӑх урокӗсене килӗштерни, ашшӗ-амӑшӗ те хавхаланса кайни пуҫӑннӑ ӗҫе малалла тӑсма хистет", - терӗҫ уявра "Чӑваш Ен" фонд хастарӗсем.
Алиса Александрова, Михаил Солин 
https://chgtrk.ru/nac/novosti/nacionalnye-novosti/ash..
Просмотров: 248 | Добавил: Tatius | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar