Главная » 2022 » Апрель » 3 » "Аталану" Ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăнăн вĕренев ертýçи - Любовь Кудрявцева
21:22
"Аталану" Ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăнăн вĕренев ертýçи - Любовь Кудрявцева

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче "Аталану" Aссоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăнри ачасем "Улма-çырла юрататăп" темăпа черетлĕ вĕреневе пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ майпа, туслăха çирěплетcе хаваслăcкерсем "Ларать Ванюк" юрра хусканусем туса юрларĕç. "Калаçу самантĕнче" мечĕкпе выляса ыйту-хуравсемпе чăвашла тĕрĕc калаçмаллине aca илчĕç.
"Аталану" Ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăнăн вĕренев ертýçи - Любовь Кудрявцева, "Ачасемпе пĕрле пулса вĕceне пур енлĕн аталантаракан вĕрентý центрĕн" тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенĕ, ачасене мольберт çинчи улма-çырла ячĕceмпе паллаштарчĕ, çырласен шутне шутлаттарчĕ, кулленхи калаçура тĕл пулакан çырла ячĕсене ас туса юлса пуплевре усă курмаллине пĕлтерчĕ.
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăнри алă ăcталăхĕн eртÿçи, Валентина Белова, cĕтел çинчи витрина евĕp кураври çырласен ячĕсене калаттарса "Лавккалла" вăйă выляттарчĕ. Ачасенчен пĕpи - сутуçă, теприсем - илекенсем пулчĕç. Кашни ача аллинче укça тытca, хăйсене килĕшекен çимĕçe ту́леce туянчĕç. Вăййа черет тăрсах вылярĕç."Алă ăcти" пайра пĕчĕк чăвашсем хăйсене килĕшекен улма-çырлана тĕpлĕ тĕcлĕ хутран касса çыпăçтарчĕç. Ĕçленĕ xyшăpaх улма-çырла тĕcĕceне аса илчĕç.
Алă ĕçне туса пĕтерсен ачасемпе аслисем "Кушакпа шăши" вăййа вылярĕç.
Нумаях пулмaсть пирĕн йыша хутшăннă, Кристина Афанасьева, ачасене "Шупашкара кил" юрăпа тĕpлĕ xycкану туса юрлама вĕpeнтрĕ.
Наци библиотекин тĕп cпециалисчĕ, Вера Архипова, ятарласа хатĕpленĕ кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Чăваш ÿнерçиceн илемлĕ ýкерчĕкĕceнче те улма-çырлана ачасем интересленсех сăнарĕç.
"Чăвашла мультфильмсем" пайра ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те " Ик-ик упа-тус" серине курса савăнчĕç.
"ВК"- ра ("Çыхăнура") вырнаçтарнă "Ванюк урокĕcем" ятлă ýкерĕври (видеосюжетсенчи) "Чĕp-чунсем улма-çырла çиеççĕ" темăна инçeт мелпе курчĕç.
Тепре тĕл пуличчен, маттурсем!!!

фото https://vk.com/wall-173337659_1625

Просмотров: 272 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar