Главная » 2022 » Апрель » 23

У́керме пит юрататăп,
Тен, художник эп пулатăп.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш ачисен клубне çýрекенсем хаваспах пухăнса тĕл пултăмăр! Наци вулавăшĕн 212-мēш пулēмĕ каллех ача- пăча сассипе тулчĕ. Яланхиллех ачасем иртнĕ тĕл пулура вĕреннĕ căмахсене аса илчĕç. Ыйту-хурав пайра калаçăва пуянлатас тесе пахча-çимĕç тата килти чĕр чунсен ячĕсене теттесем çине пăхса сăмахсем хушса каларĕç. Любовь Кудрявцева, "Ачасемпе пĕрле пулса вĕceне пур енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, килти выльăх-чĕрлĕх сассисене евĕрлетсе калама вĕрентрĕ.
Аталану Ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăн ертÿçи Валентина Белова, ачасене у́т-пу́ пайĕceне аса илтерсе у́нерçĕ профессип ... Читать дальше »

Просмотров: 303 | Добавил: cpmpk | Дата: 2022-04-23 | Комментарии (0)