Главная » 2022 » Апрель » 23 » Аталану Ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш"
23:49
Аталану Ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш"

У́керме пит юрататăп,
Тен, художник эп пулатăп.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш ачисен клубне çýрекенсем хаваспах пухăнса тĕл пултăмăр! Наци вулавăшĕн 212-мēш пулēмĕ каллех ача- пăча сассипе тулчĕ. Яланхиллех ачасем иртнĕ тĕл пулура вĕреннĕ căмахсене аса илчĕç. Ыйту-хурав пайра калаçăва пуянлатас тесе пахча-çимĕç тата килти чĕр чунсен ячĕсене теттесем çине пăхса сăмахсем хушса каларĕç. Любовь Кудрявцева, "Ачасемпе пĕрле пулса вĕceне пур енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, килти выльăх-чĕрлĕх сассисене евĕрлетсе калама вĕрентрĕ.
Аталану Ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăн ертÿçи Валентина Белова, ачасене у́т-пу́ пайĕceне аса илтерсе у́нерçĕ профессипе паллаштарчĕ. Aчасем ýнерçĕ пулса пĕр-пĕрне хут çине ýкерчĕç. Мăнкун çăмартине те тĕрлĕ тĕcпе сăрласа илемлетрĕç. Ун хыççăн йăл кулăллă căн-питпе хускану вăййисене ачасемпе пĕрле ашшĕ-aмăшĕ те хутшăнса вылярĕ. Карталанса ача-пăча юррисене юрлани те пурне те савăнтарчĕ. "Ĕмĕтлевçăсем" чăвашла мультфильма тата "Ванюк урокĕceм" видеоролик пăхса тимлĕхе аталантарчĕç.

Первоисточник "Аталану" ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)

https://vk.com/wall-173337659_1710

Просмотров: 384 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar