Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш чĕлхи кунĕ! Чăнкăр-чăнкăр чăнкăртатса янрать чăваш чĕлхи! Вăл маншăн чи хакли - анне парни!
Эпĕ тăван чĕлхене хисеплетĕп, юрататăп, упратăп. Манра пурри ман ачасенче те, вĕренекенсенче те пултăр! Чăвашла калаçни - эпир пуррине пĕлтерет.
Чăваш чĕлхи кунĕн хăнисем: Галина Григорьева тата Виктор Чугаров.
Галина Григорьева, чăваш халăхĕн кун- тăрăмĕпе (историйĕпе) кĕcкен паллаштарса чăвашсем авалхи халăх пулнине каласа пачĕ.
Чăвашла калаçaкансем çинчен Виктор Чугаров "Чăваш чĕлхи" ятлă документаллă фильм ýкернĕ. Фильм тĕллевĕ - ют халăх хушшинче пурăнакан чăвашсем тăван чĕлхепе калаçни, ăна манманни, унпа мăнаçланни. Вĕсем Парижра е Берлинра, çапах та чăваш чĕлхи чунра.
Чи хаклă тупра - тăван чĕлхе, ăна эсĕ yпра.
Ан вăтан, ялан калаç унпа тус та тăван.
Любовь Кудрявцева, "Ачасемпе пĕрле пулса вĕceне пур енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. |