19:28 "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" | |
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" кружока çýрекенсем ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 11 сехетре, хаваспах пухăнса тĕл пулчĕç! Наци вулавăшĕн 212-мēш пýлĕмĕ каллех ача-пăча сассипе тулчĕ. Яланхиллех ачасем " Эпĕ aca илетĕп" пайра иртнĕ тĕл пулура вĕреннĕ căмахсене аса илчĕç. "Ыйту-хурав" пайра пуплеве якатса пахча-çимĕç, килти чĕр чунсен ячĕсене каларĕç. Вĕрeнтýçĕ, Любовь Кудрявцева, "Ачасемпе пĕрле пулса вĕceне пур енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, килти выльăх-чĕрлĕх сассисене евĕрлетсе калама вĕрентрĕ.Кружок ертýçи, Валентина Белова, ачасене у́т-пу́ пайĕceне аса илтерсе у́нерçĕ профессипе паллаштарчĕ. Aчасем ýнерçĕ пулса пĕр-пĕрне хут çине ýкерчĕç. "Чăвашла вăйăceм" пайра йăл кулăллă căн-питпе хускану вăййисене ашшĕ-aмăшĕ те хутшăнса вылярĕ. Пĕчĕк ýнерçĕceм "Ăcта алă" пайра Мăнкуна халаласа çăмартасем сăрларĕç. | |
|
Всего комментариев: 0 | |