Главная » 2022 » Апрель » 25 » Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш"
19:30
Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш"

Калаçaтпăp чăвашла!
Шухăшлатпăp чăвашла!
Янăpaть тăван чĕлхе!
Кĕвĕ eвĕp чĕpepe!
Теççĕ xăюллăн та янравлăн Аталану" Ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăн хастарĕceм! Пурне те чăвaш чĕлхи кунĕпе саламлаççĕ!
Паян, Чăваш чĕлхи кунĕнче, Республикипех уявсем иртеççĕ. Наци библиотекинче те, шăп çaк кун, Константин Ивановăн "Нарспи" поэмин куравне уçнă. Паллă уява, Чăваш Республикин пуçлăxĕ - Олег Николаев та килсе çитнĕ.
Кунта, пирĕн "Аталану" Ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăн хастарĕceм Кристина Афанасьева, Арина Батюкова, тата Степан Миронов Константин Ивановăн "Нарспи" поэма сыпăкне вуларĕç. Пирĕн ушкăнa çÿpeкен чи кĕçĕннисенчен пĕpи, 5 çyлхи Элпи Моисеева та çyркунне çинчен сăвă вуласа пачĕ. Пĕчĕк чăвашсем пурне те тĕллĕнтерчĕç, ачасене кашнине К. Ивановăн "Нарспи" кĕнекине парнелерĕç.
Чăваш Республикин пуçлăxĕ - Олег Николаев ачасене тав сăмахĕ каларĕ, малашне те чăвашла калаçма ăнăçy cyнчĕ!
Пирĕн пуласлăx - aчасенче. Çaкна манар мар, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме тата чи кирли - калаçма вĕpeнтер! Çaк тĕллевсене пурнăçлама тăpăшать те "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăн!

Просмотров: 289 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar