Главная » 2022 » Май » 29 » Участие в фестивале «Солнцеворот», приуроченного к Году народного искусства и нематериального культурного наследия народов России
15:28
Участие в фестивале «Солнцеворот», приуроченного к Году народного искусства и нематериального культурного наследия народов России

Çy уйăхĕн 28-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче "Хĕвелçaврăнăш" xaлăx пултарулăxĕн фестивальне "Аталану" ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чӑваш" ушкăн ачисем те хутшăнса савăнчĕç: Кристина Афанасьева - "Шупашкара, кил" юррăн çaврипе хусканусем туса куракана илĕртрĕ, Ваня Белов, Марина Филиппова, Арина тата Лина - Валентина Белова хайланă такмаксене тата Элпи Моисеева К.В.Ивановăн "Çyркунне" сăввине пăхмасăр каларĕç. Любовь Кудрявцева чăваш чĕлхи урокĕсен тĕрлĕ мелĕceмпе паллаштарса ачасене пĕчĕкрен чăвaшла калаçма вĕрентекен ашшĕ-aмăшне тав сăмахĕ калaрĕ. Вера Архипова, Наци вулавăшĕн "Литературăпа ýнер" уйрăмĕн специалисчĕ хавхалантарнипе пĕчĕк ачасем фестивальре хутшăнca хăюлăха туптарĕç. "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ушкăн вулавăшри халăх умĕнче "Ларать Ванюк" юрăпа карталанса тyслăха çирĕплетрĕç.

Просмотров: 237 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar