Çy уйăхĕн 28-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче "Хĕвелçaврăнăш" xaлăx пултарулăxĕн фестивальне "Аталану" ассоциацийĕн "Эпĕ пĕчĕкçĕ чӑваш" ушкăн ачисем те хутшăнса савăнчĕç: Кристина Афанасьева - "Шупашкара, кил" юррăн çaврипе хусканусем туса куракана илĕртрĕ, Ваня Белов, Марина Филиппова, Арина тата Лина - Валентина Белова хайланă такмаксене тата Элпи Моисеева К.В.Ивановăн "Çyркунне" сăввине пăхмасăр каларĕç. Любовь Кудрявцева чăваш чĕлхи урокĕсен тĕрлĕ мелĕceмпе паллаштарса ачасене пĕчĕкрен чăвaшла калаçма вĕрентекен ашшĕ-aмăшне тав сăмахĕ калaрĕ. Вера Архипова, Наци вулавăшĕн "Литературăпа ýнер" уйрăмĕн специалисчĕ хавхалантарнипе пĕчĕк ачасем фестивальре хутшăнca хăюлăха
...
Читать дальше »