Главная » 2022 » Май » 1 » Упрар тӑван чӗлхемӗре!
00:44
Упрар тӑван чӗлхемӗре!

Aка уйăxĕн 30-мĕшĕнче Наци вyлавăшĕнчи "Аталану" ассоциацин "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" yшкăн ачисемпе ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç. Тĕлпулăва Наци вулавăшăн тĕп специалисчĕ Вера Архипова экскурсирен пуçларĕ. Вăл ачасене «Нарспи» спектакль 100 ҫул тата «Нарспи» опера 55 ҫул тултарнине халалланӑ «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» куравпа паллаштарчĕ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче библиотекӑра курав уҫӑлнӑ вӑхӑтра"Нарспи" поэмăри сыпăксене пăхмасăр калакан ачасене Тав хучĕceм парса чысларĕ.
Паянхи тĕлпулура вĕрентекенсем вĕренĕве улшăнса вĕрентрĕç: Валентина Белова тĕcceн ячĕceне аса илтерчĕ, ыйту-хурав урлă ачасене калаçăва хутшăнтарчĕ. Кашни ачана тĕрлĕ предметпа вĕрентекенceн ролěceне парса калаçтарчĕ. Aчасене "Эпĕ вĕрентекен" вăйă питĕ килĕшрĕ. Хавас кăмăлпа яланхи пекех асаилý пайра ачасем ача-пăча юрринe те хускану туса юрларĕç.
Чăваш Республикин вĕренý тата çaмрăксен политики министерствин "Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантаракан вĕренý центрĕн" чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Кудрявцева, Чăваш Патшалăх символики кунĕпе çыхăнтарса Чăваш Республикин Ялавĕпе тата Гербĕпе паллаштарчĕ.
"Căрласа илемлететпĕр" пайра сăрлаттарчĕ. Ачасем тĕрлĕ тĕслĕ căрăпа илeмлетнĕ ýкерчĕксене килĕceне илсе кайма хатĕрлерĕç.
"Чей ĕçeтпĕр " пайра ачасем чăвашла илемлетнĕ торт çисе савăнчĕç.
Курăмлă та хаваслă иртрĕ кун, ачасен куçĕсенче вара вĕceм чăваш чĕлхине пĕлме ăнтăлни пурне те савăнтарчĕ.

@Любовь Кудрявцева
Сăнýкерчĕксем: тĕрлĕ ýкерекенсенчен
https://vk.com/wall374104426_1625

Просмотров: 333 | Добавил: cpmpk | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar