Хисеплĕ вĕрентекенсемпе преподавательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе саламлатăп! Чăваш Енре талантлă педагогсем йышлă, вĕсем хăйсен пĕлĕвне вĕренекенсене параççĕ, вĕсен ăнăçăвĕсемшĕн чунтан савăнаççĕ – çакна туйма питĕ кăмăллă. Мĕншĕн тесен шăпах вĕрентекен пирĕн ачасене ăнăçлă çын пулса çитĕнмелли никĕс хывать.
Пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăк преподавательсене хăйсен вăйне шанма, çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлма сунатăп.
...
Читать дальше »